Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
19 Декабрӗн 2022, 14:27

Толбазӑра Акатуйсем ирттермелли уçланкăсене хӑтлӑлатнӑ

#наци проекчĕ

Толбазӑра Акатуйсем ирттермелли уçланкăсене хӑтлӑлатнӑТолбазӑра Акатуйсем ирттермелли уçланкăсене хӑтлӑлатнӑ
Толбазӑра Акатуйсем ирттермелли уçланкăсене хӑтлӑлатнӑ

#наци проекчĕ
Аургазă районӗн центрӗнче кӑҫал строительство сезонӗнче Акатуйсем иртекен Толбазӑн кӑнтӑр пайӗнче уçланка хӑтлӑлатнӑ. Ӗҫсене федераци проекчӗн "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхне йӗркелесси" проекчӗн шайӗнче ирттернĕ.
ПР ЖКХ министерствин информацийӗ тӑрӑх, общество территорийӗнче асфальт сарнă ҫул, тӗрлӗ спорт площадкисем йӗркеленӗ: мини-футбол, воркаут, волейбол, курэш кӗрешмелли площадкӑна трибуна тунӑ.
Площадкӑсем ытларах резина виткӗҫлӗ, волейболла вылямалли вырӑн - хӑйӑртан. Ҫавӑн пекех ҫуран ҫӳремелли ҫулсем тунӑ. Подрядчик тенкелсемпе урнӑсене, ҫул тӑрӑх тата вӑрман тӑрӑх электричество тӗревӗсене вырнаҫтарнӑ. Ҫулсемпе вӑрман линийӗ тӑрӑх 40 хунар вырнаҫтарнӑ, картапа кӗмелли хапха уҫӑлнӑ.
9,5 млн тенкӗ пуҫламӑш хакпа тӑракан контракт "Аургазымонтажсервис" ООО выляса илнӗ, 8,59 млн тенкӗлӗх ӗҫсене пурнӑҫлама сӗнсе.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ЖКХ министерстви.

Толбазӑра Акатуйсем ирттермелли уçланкăсене хӑтлӑлатнӑ
Толбазӑра Акатуйсем ирттермелли уçланкăсене хӑтлӑлатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас