

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсем хушшинче "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проекчӗн лидерӗсен ушкӑнӗнче хӑйӗн статусне ҫирӗплетнӗ.
Рейтинг результачӗсене РФ Экономика аталанӑвӗн министерствинче пичетлесе кӑларнӑ, ПР Правительствин Премьер-министрӗн пӗрремӗш заместителӗ – экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов каласа панӑ. Вӑл асӑннӑ рейтингра регионсем нацпроекта пулӑшу памалли мерӑсемпе анлӑн усӑ курнине, миçе предприяти производствӑна 5% ӳстернине, регионти командӑсен тухӑҫлӑхне тата кассӑллӑ дисциплина хакланине шута илнине ӑнлантарса панӑ.
ПР Правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри 18 субъект лидерсен списокне кӗнӗ. Регион-лидерсенче ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫӗршыври вӑтам предприятисенчен ытларах ӳснӗ, пулӑшу мерисемпе активлӑ усӑ кураҫҫӗ.
Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министрӗн заместителӗ Мурат Керефов нацпроекта экосистема принципӗпе йӗркелени ҫинчен, унта пур элементсем те пӗр-пӗрне хушма пулни ҫинчен каласа панă. Халӗ Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерстви 2024 ҫулхи периметршӑн нацпроекта малалла тӑсасси тата анлӑлатасси ҫинчен калакан сӗнӳсене сӳтсе явать. ЖКХ, туризм, санаторипе курорт канӑвӗпе сывлӑх сыхлавӗн предприятийӗсем валли проектпа усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Йышӑнӑва йышӑнсан нацпроекта хутшӑнакансен шучӗ икĕ хут пысӑкланать.
"МГ" информацийĕпе.