Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
23 Декабрӗн 2022, 04:32

Раҫҫейре МСП ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программине пулӑшма пĕр миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗ

#наци проекчĕ

Раҫҫейре МСП ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программине пулӑшма пĕр миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗРаҫҫейре МСП ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программине пулӑшма пĕр миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗ
Раҫҫейре МСП ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программине пулӑшма пĕр миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗ

#наци проекчĕ
2023 ҫулта пӗчӗк тата вӑтам бизнес валли ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг механизмне пулӑшма федераци бюджетӗнчен 1,1 миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗ. Ҫак распоряженине Раҫҫей правительствин председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Раҫҫей правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, предпринимательсене хӑйсен ӗҫне аталантарма оборудовани арендӑлама май паракан программа пирки сӑмах пырать. Тӗслӗхрен, тӑван ҫӗршыв производствине йӗркеленӗшӗн лизинг тӳлевӗсен ставки ҫулталӑкри 6% таран, ют ҫӗршывшӑн – 8% таран пулать.
Палӑртса хӑваратпӑр, ҫакӑн пек ӗҫ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗн шайӗнче пырать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Раҫҫейре МСП ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программине пулӑшма пĕр миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗ
Раҫҫейре МСП ҫӑмӑллӑхлӑ лизинг программине пулӑшма пĕр миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас