Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
26 Декабрӗн 2022, 15:22

Уфара общество транспорчӗн автопаркӗ ҫӗнелет

#наци проекчӗ

Уфара общество транспорчӗн автопаркӗ ҫӗнелетУфара общество транспорчӗн автопаркӗ ҫӗнелет
Уфара общество транспорчӗн автопаркӗ ҫӗнелет


#наци проекчӗ
30 автобус ытла Уфа общество транспорчӗн автопаркне "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроекта пула хутшăнаҫҫӗ. Кун пирки Пушкӑрт Республикин тӗп хулин администрацийӗнче пӗлтернӗ.
"Уфа хулин командипе республика ертӳҫисемпе пӗрле пушкӑрт столицин обществӑлла транспорчӗн куҫса ҫӳрекен составне ҫӗнетес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Пирӗншӗн "Хӑрушлăхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗпе 35 автобус туянасси - пысӑк пулӑшу тата усӑллӑ инвестици хывасси ", - палӑртнӑ Уфа мэрӗ Ратмир Мавлиев.
Хулари агломерацисенче пассажир транспортне ҫӗнетесси — "Хӑрушлăхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн ҫул-йӗрӗсенчен пӗри. Раҫҫей Транспорт министерстви пулӑшнипе регионсем 60% çăмăллăхпа ҫӗнӗ транспорт туянма пултараҫҫӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ нацпроектсем 2019 ҫулта стартланă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Уфара общество транспорчӗн автопаркӗ ҫӗнелет
Уфара общество транспорчӗн автопаркӗ ҫӗнелет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас