

#наци проекчĕ
Тайкаш ялӗнче ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫни – чӑн-чӑн уяв, ӑна вырӑнти ҫынсем тахҫанах кӗтнӗ. Сӑмах май, Караидель районӗнче ку кӑҫал виҫҫӗмӗш ФАП ӗнтӗ, - пӗлтерет ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.
Тайкаш ялӗнчи çӗнӗ ФАП "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарасси" федераци проекчӗн шайӗнче хӑйӗн алӑкӗсене уҫнă.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин специалисчӗсем ҫакӑн пек медпункт кирек хӑш ял ҫыннисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫленинчен медицина ӗҫченӗсем медицина енӗпе пахалӑхлӑ пулӑшу пама пултарассипе пултараймасси килет.
Халӗ Тайкашра пурӑнакансене райцентра тухса ҫӳреме кирлӗ марри савӑнтарать, мӗншӗн тесен вӗсем вырӑнта медицинӑпа санитари пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ. Чи кирли - квалификациллӗ медицина пулӑшӑвӗ оперативлӑ кӑна мар, хӑтлӑ, хальхи условисенче те пулса тӑрӗ.
"МГ" информацийĕпе.