

#наци проекчĕ
Новобелокатай ялӗнче ҫӗнӗ "Нефтяник" парка чаплӑн уҫнă, пӗлтернӗ Белокатай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Масхут Минигалин хӑйӗн "ВКонтакте" страницинче.
"Юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн парк хальхи кану зони, ял ҫыннисен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ", - палӑртнӑ Масхут Минигалин.
Территорире скейт-парк, нумай функциллӗ тренировка комплексĕллĕ площадка, ачасем валли спортпа вӑйӑ площадки, ҫавӑн пекех баскетболла, волейболла тата мини-футболла вылямалли универсаллӑ спорт площадки туса лартнӑ. Кунсӑр пуҫне паркӑн пӗтӗм периметрӗпе хальхи хунарсем лартнă.
Белокатай районӗнчи ҫӗнӗ общество лаптӑкне "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗ шайĕнчи федерацин "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелени" проекта пурнӑҫланине пула йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе анлӑ проекта туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Масхут Минигалинăн "ВКонтакте" страници.