

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра Бирск-Тастуба - Сатка çула юсаса ҫӗнетмелли черетлӗ тапхӑр вӗҫленнӗ, пӗлтернӗ ПР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче. Караидельпе Дуван районӗсен чиккисенче 20 ҫухрӑм ытла лаптӑка хута янӑ.
Асӑннӑ объекта 1,2 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 920 млн тенкӗ - федераци бюджетӗнчен, "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче.
Юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра автомобиль ҫулне йӗркеленӗ, барьер хӳмине юсанӑ, 100 ытла ҫул паллисем палӑртнӑ, разметка тунă.
2022 ҫулта Пушкӑрт ҫул-йӗр нацпроектне пурнӑҫлама 14 миллиард ытла тенкӗ илнӗ, çакӑ 168 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫулсене юсаса ҫӗнетме тата юсама май панӑ, ҫавӑн пекех сакӑр кӗпере юсама май панӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Çул-йĕр министерстви.