+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртри Янгантау ялӗнче "Демографи" наци проекчӗпе 190 вырăнлă ача сачӗ уҫӑлнӑ. Кун ҫинчен ПР Вĕрентÿпе наука министерстви пӗлтернĕ.
Сада медицинӑпа методика кабинечӗсем, музыкӑпа спорт залӗсем кӗреҫҫӗ, тул енчен вара тăвайккисем, хӑйӑр куписем, ҫуртсем, чуччусемпе спорт сооруженийӗсем вырнаҫтарнӑ.
Кунта сакăр ушкăн вӗренме пултараҫҫӗ, пушкӑрт Çутĕçпе наука министерстви пĕлтернĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Çутĕçпе наука министерстви.