

#наци проекчĕ
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект енӗпе медицина отрасльне аталантарма 2022 ҫулта 7,92 миллиард тенкӗ янӑ, тесе пӗлтернӗ регионти Сывлăх сыхлав министерствинче. Ҫав укҫаран 5,95 миллиард тенкӗ федераци укҫи-тенкине тата 2 миллиард тенке яхӑн -республика бюджетне тивет.
Сӑмахран, Ача-пӑча онкологийӗпе гематологи центрне тума федераци бюджетӗнчен 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. "Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе кӗрешесси" проект шайӗнче 2022 ҫулта регионти юн тымар центрӗсемпе тата пуçламă юн тымар уйрӑмӗсемпе усӑ куракан сакăр медорганизацие тивӗҫтернӗ.
Унсӑр пуҫне 2022 ҫул хушшинче республикӑра ракпа чирлекенсене пулӑшакан çичĕ учреждени валли медоборудовани туяннă.
"Земство тухтăрĕ" программӑпа 1,5 млн тенкӗ 54 медспециалиста, 37 — 1 млн тенкӗ, 30 фельдшера — 750 пин тенкӗ, 5 - ҫур миллион тенкӗ панă. Дефицитлă специальноҫлă икӗ врач пӗр хутчен 1 млн тенкӗ компенсаци тӳлевӗ илнӗ.
ПР Сывлăх сыхлав министерствинче 2022 ҫулта республика территорийӗнче 55 модуль тата 8 капиталлӑ ФАП тунӑ тесе хушса хунӑ. Медработниксемпе пациентсем валли 3 пин ытла оборудовани тата 90 служба машини туяннӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.