Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Кӑрлач 2023, 20:08

Ҫитес виҫӗ ҫулта Пушкӑртстанра модульлӗ конструкцисенчен 351 медицина объекчӗ туса лартӗҫ

#наци проекчĕ

Ҫитес виҫӗ ҫулта Пушкӑртстанра модульлӗ конструкцисенчен 351 медицина объекчӗ туса лартӗҫ
Ҫитес виҫӗ ҫулта Пушкӑртстанра модульлӗ конструкцисенчен 351 медицина объекчӗ туса лартӗҫ

#наци проекчĕ
Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем тунипе, хальхи оборудованипе отрасле тивӗҫтернипе, Пушкӑрт ҫыннисен медицина пулӑшӑвӗ лайӑхланнӑҫемӗн лайӑхланса пырать. Ку енӗпе ӗҫлени ҫинчен республика Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче каласа панӑ.
2023-2025 ҫулсенче 286 фельдшерпа акушер пункчӗ, пӗтӗмӗшле практика врачӗн 21 офисӗ, ялти врачсен 41 амбулаторийӗ тата участокри виçĕ больница ҫурчĕ модульлӗ конструкцисенчен тума палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне асӑннӑ тапхӑрта 11 медицина учрежденийӗ тума тата юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. 17 медицина организацийӗнче тӗп юсава пурнӑҫлӗҫ.
Унсӑр пуҫне "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регионти программа шайӗнче республикӑри медицина учрежденийӗсем 2990 единица оборудовани тата 90 автомобиль транспорчӗ илнӗ.
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн регионти программисем шайӗнче чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене сиплеме медицина оборудованийӗн 43 единицине, онкологи чирӗсене сиплеме оборудованин 68 единицине туяннӑ, информаципе коммуникаци оборудованийӗсене тата "Сывлӑх сыхлавӗнче ЕГИСЗ никӗсӗ ҫинче пӗр цифра контурӗ туса хурасси" программа шайӗнче информаципе тивӗҫтерессине туяннӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Ҫитес виҫӗ ҫулта Пушкӑртстанра модульлӗ конструкцисенчен 351 медицина объекчӗ туса лартӗҫ
Ҫитес виҫӗ ҫулта Пушкӑртстанра модульлӗ конструкцисенчен 351 медицина объекчӗ туса лартӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: