Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
11 Кӑрлач 2023, 20:39

Пишпÿлек районӗнчи фермер гранта ҫӗр ҫырли ӗҫне аталантарма янӑ

#наци проекчĕ

Пишпÿлек районӗнчи фермер гранта ҫӗр ҫырли ӗҫне аталантарма янӑ
Пишпÿлек районӗнчи фермер гранта ҫӗр ҫырли ӗҫне аталантарма янӑ

#наци проекчĕ
Пишпÿлек районӗнчи Булат Нугуманов "Агростартап" гранта иккӗмӗш хутĕнче çеç илейнĕ. 2022 ҫулта вӑл программа условийӗсене тӗплӗн тишкернӗ, хатӗрленнӗ, хӑйӗн проектне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, бизнеса аталантарма 2,8 млн тенкӗ пулӑшу илнӗ.
Пуҫлакан фермер хӑйӗн ӗҫне вара тӳрех йĕркеленĕ. Профессипе Булат химик-технолог, анчах тӑван ҫӗр ҫинче сывлӑхлӑ, чӑн-чӑн пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫ туса илес кӑмӑл ӑна ҫӗр ҫырли ӳстерме хистенӗ. Фермера ун ӗҫӗнче район администрацийӗ те пулӑшнӑ, ҫӗр уйӑрса панӑ. Паян ял хуҫалӑх предпринимателӗн лаптӑкӗ виçĕ гектарпа танлашать, унта пӗтӗм ҫемье тата ял-йыш ӗҫлет. Грант укҫки-тенкипе вӑл ӗҫе механизацилеме оборудованисемпе техникӑна туяннӑ, халӗ бизнеса малашне анлӑлатасси ҫинчен шухӑшлать.
Булат каланӑ тӑрӑх, механизацилени ӗҫе ҫӑмӑллатать, хӑвӑртлатать, холодильник ҫырласене пысӑк калӑпӑшлӑ тухăç вӑхӑтӗнче нумайрах упрама пулӑшать.
Палӑртса хӑварӑпӑр, "Агростартап" гранта, Булат Нугуманова çӗр ҫырли бизнесне аталантарма илнӗскере, "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшасси" наци проекчӗн шайӗнче панă. Кӑҫал Пушкӑртстанри грант конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем Нугумановсӑр пуҫне тата 38 ҫын пулса тӑнă, ку енӗпе пулӑшӑвӑн пӗтӗмӗшле сумми 125,4 млн тенкӗпе танлашнă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.
https://agriculture.bashkortostan.ru

 

Пишпÿлек районӗнчи фермер гранта ҫӗр ҫырли ӗҫне аталантарма янӑ
Пишпÿлек районӗнчи фермер гранта ҫӗр ҫырли ӗҫне аталантарма янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: