Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Кӑрлач 2023, 10:30

Уфари Затон-Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ҫичӗ ҫӗнӗ урам пулĕ

#наци проекчĕ

Уфари Затон-Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ҫичӗ ҫӗнӗ урам пулĕ
Уфари Затон-Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ҫичӗ ҫӗнӗ урам пулĕ

#наци проекчĕ
Затон-Хӗвелтухӑҫ районӗн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ Novaland ҫӗнӗ микрорайонӗнче ҫичӗ ҫӗнӗ урам туса лартаҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ Уфа мэрийӗнче.
Муниципалитет пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, паян кунта пурӑнмалли ҫурт-йӗр активлӑ тӑваҫҫӗ. Ҫурт-йӗр туса лартнипе пӗрлех социаллӑ тата ҫул-йӗр инфратытӑмӗ йӗркеленет. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр строительсем 1225 вырӑнлӑ шкул тума тытӑннӑ. Ҫак пысӑк шкула тӑвас ӗҫе 2023 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталта вӗҫлеме палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне, туса лартакан микрорайон транспортпа усӑ курма пултарассине тивӗҫтерес тӗллевпе, шкул патне пымалли подъездсене кӗртсе, 21-мĕш тата 23-мĕш кварталсенче ҫӗнӗ урамсем тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчĕ шайĕнчи федерацин "Пурӑнмалли çурт-йӗр" проектне пурнӑҫланипе май килнӗ. Пысӑк программа пурӑнмалли ҫӗнӗ районсенче социаллӑ тата коммуналлӑ инфратытӑм туса хурассине субсидилес ӗҫе палӑртать. Ку вӑл стройка илсе пыракансене пысӑк пулӑшу.
Аса илтеретпӗр, "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа администрацийӗн пресс-служби.

 

Уфари Затон-Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ҫичӗ ҫӗнӗ урам пулĕ
Уфари Затон-Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ҫичӗ ҫӗнӗ урам пулĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: