Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Кӑрлач 2023, 19:26

Пушкӑртстанри ватӑ ял ҫыннисем больницӑна тӳлевсӗр ҫитме пултараҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри ватӑ ял ҫыннисем больницӑна тӳлевсӗр ҫитме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанри ватӑ ял ҫыннисем больницӑна тӳлевсӗр ҫитме пултараҫҫӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑрт ялӗсенче пурӑнакан 65 ҫулти тата аслӑрах ҫынсем больницӑна тата каялла тӳлевсӗр çÿреме пултараҫҫӗ, регионти ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче аса илтернĕ.
"Ҫакӑн валли вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑн тӑрӑх медицина учрежденийӗсене заявлени пама пултараҫҫӗ", - ӑнлантарнӑ министерство пресс-службинче.
"Демографи" наци проектне пурнӑҫланипе, "Аслӑ ӑру" регионти проект шайӗнче ватӑ ял ҫыннисемшӗн ҫакӑн пек пулӑшу пулма пултарнӑ. Федераци бюджетӗнчен автотранспорт туянма 34,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапа 2019 ҫулхи август уйӑхӗнче республикӑра 18 микроавтобус туяннӑ. Вӗсене пурне те инвалид кӳмисемпе ҫынсене салона кӗме хӑтлӑ пултӑр тесе электроподъемниксемпе тунӑ. Каярахпа перекетленӗ укҫа-тенкĕпе "Ларгус" маркӑллӑ тата тӑватӑ ҫӑмӑл автомобиль туяннӑ, вӗсем ял ҫыннисене центрти больницӑсемпе поликлиникӑна илсе ҫитерĕç.
Çак пулăшу ватă çынсене медицина организацине ҫити илсе ҫитерес тата кутăн килĕсене леçес ӗҫе те кӗртет. Ӑна федерацин "Аслӑ ӑру" проекчӗн шайӗнче халӑх социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен учрежденийӗсем туяннӑ автотранспортра тӳлевсӗр йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Больницӑна кайма заявлени ҫырса пама май паракан медицинӑпа социаллӑ учрежденисен контакчӗсене Пушкӑрт министерствин сайтӗнче тупма пулать.
Аса илтеретпӗр, "Демографи" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстанри ватӑ ял ҫыннисем больницӑна тӳлевсӗр ҫитме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанри ватӑ ял ҫыннисем больницӑна тӳлевсӗр ҫитме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: