Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Кӑрлач 2023, 09:40

2023 ҫулта Пушкӑртстан чӗре чирӗсемпе кӗрешме 653 млн тенкӗ илĕ

#наци проекчĕ

2023 ҫулта Пушкӑртстан чӗре чирӗсемпе кӗрешме 653 млн тенкӗ илĕ
2023 ҫулта Пушкӑртстан чӗре чирӗсемпе кӗрешме 653 млн тенкӗ илĕ

#наци проекчĕ
2023 ҫул вӗҫлениччен Пушкӑртстана чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе кӗрешме "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пула 653 млн тенкӗлӗх медоборудовани тӑратӗҫ. Кун пирки регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ.
Ҫак анлӑ проекта пурнӑҫланӑ май республикӑри чылай больницӑна хальхи, хаклӑ оборудованипе пуянлатнӑ.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртра чӗре чирӗпе вилесси ҫулталӑк хушшинче 18% чакнӑ - 100 пин ҫын пуҫне 658 тĕслĕхрен 467 тӗслӗхе аннă .
Юн ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗн чирӗсем - вилнин чи пысӑк сӑлтавӗ, 2018 ҫулта республикӑра вилнӗ ҫынсен ҫуррине яхӑн вӗсемпе пулнă, 2021 ҫулта вара – виҫҫӗмӗш пайне яхӑн.
Аса илтеретпӗр, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.

 

 

2023 ҫулта Пушкӑртстан чӗре чирӗсемпе кӗрешме 653 млн тенкӗ илĕ
2023 ҫулта Пушкӑртстан чӗре чирӗсемпе кӗрешме 653 млн тенкӗ илĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: