Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
23 Кӑрлач 2023, 11:05

2022 ҫулта Пушкӑртри пыл хурчӗ ĕрчетекенсем 14,5 млн тенкӗ пулӑшу илнӗ

#наци проекчĕ

2022 ҫулта Пушкӑртри пыл хурчӗ ĕрчетекенсем 14,5 млн тенкӗ пулӑшу илнӗ
2022 ҫулта Пушкӑртри пыл хурчӗ ĕрчетекенсем 14,5 млн тенкӗ пулӑшу илнӗ


#наци проекчĕ
Пӗлтӗр Пушкӑртри пыл хурчӗсем ĕрчетекен хуҫалӑхсене аталантарма 14,5 млн тенкӗ чухлӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ, пӗлтернӗ ПР правительство вице-премьерӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Аграри ведомствин пуҫлӑхӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ виҫӗ тӗп программа тӑрӑх грант тата субсиди евӗр янӑ.
"МСП пулӑшас нацпроект шайӗнче пурнӑҫлакан "Агростартап" программӑпа 13 млн тенкӗлӗх грант хуҫисем пилӗк пыл хурчӗ ĕрчетекен пулса тӑнă", - каласа панă Ильшат Фазрахманов.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт Раҫҫейри регионсем хушшинче тавар пылӗ туса илекен лидер шутланать.
Аса илтеретпӗр, "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-01-18/v-2022-godu-pchelovody-bashkirii-poluchili-14-5-mln-rubley-gospodderzhki-3110019

 

 

2022 ҫулта Пушкӑртри пыл хурчӗ ĕрчетекенсем 14,5 млн тенкӗ пулӑшу илнӗ
2022 ҫулта Пушкӑртри пыл хурчӗ ĕрчетекенсем 14,5 млн тенкӗ пулӑшу илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: