Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Кӑрлач 2023, 09:36

Пушкӑртстанра "путин" наци проектне пула тата икӗ çӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра "путин" наци проектне пула тата икӗ çӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Пушкӑртстанра "путин" наци проектне пула тата икӗ çӗнӗ ФАП уҫӑлнă


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Благовещенск районӗнчи Осиповкӑпа Старонадеждино ялӗсенче "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн медицинăн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли программӑна пурнӑҫланине пула ҫӗнӗ модульлӗ ФАпсем уҫӑлнӑ. Кун пирки республика Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Икӗ ФАПа та хальхи стандартсемпе пуянлатнӑ. Вӗсенче кашнинчех фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура, пациентсем валли, санузелсем, персонал валли пӳлӗмсем, медикаментсене упрамалли тата инвентарьсене тирпейлемелли вырӑн пур.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес виҫӗ ҫулта Пушкӑртра модульлӗ конструкцисенчен 351 медицина объекчӗ туса лартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-01-19/v-bashkirii-otkrylis-esche-dva-novyh-fapa-blagodarya-putinskomu-natsproektu-3111232


Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.

Пушкӑртстанра "путин" наци проектне пула тата икӗ çӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Пушкӑртстанра "путин" наци проектне пула тата икӗ çӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: