Çутă çул
-2 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Кӑрлач 2023, 10:21

Пушкӑртстанра "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансен шучӗпе 36 процента ирттерсе тултарнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансен шучӗпе 36 процента ирттерсе тултарнă
Пушкӑртстанра "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансен шучӗпе 36 процента ирттерсе тултарнă

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра Раҫҫей Президенчӗ пуҫарнӑ "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫланине пӗтӗмлетнӗ. Проекта республикӑри 150 предприяти хутшӑннӑ (2022 ҫулхи план 110). Иртнӗ ҫул хушшинче унта 24 ҫӗнӗ предприяти хутшӑннӑ, ҫапла майпа 2024 ҫулхи планпа палӑртнӑ кӑтартӑва ҫӗнетнӗ. Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ӗҫлекен пилот проекчӗсене 20 предприятире вӗҫленӗ.
Производство процесӗн вăхăтне вӑтамран 31% чакарнӑ, ĕç тухăçлăхне 23% ӳстернӗ, туса пӗтермен производство запасне 39% чакарнӑ. Пушкӑртстанра нацпроекта пурнӑҫланӑ хушӑра 2635 предприятипе регионти командӑсен ӗҫченӗсене перекетлӗ производство никӗсӗсене, тӗллевсене декомпозицисене тата производство процесӗсене оптимизацилессине вӗрентнӗ. Раҫҫей экономика аталанӑвӗн тата пӗтӗм Раҫҫейри тулаш суту-илӳ академийӗ йӗркеленӗ "Производство лидерӗсем" управлени хӑнӑхӑвӗсене ӳстермелли программӑпа вӗрентнисен шучӗ предприятисен 116 ертӳҫи шутланать.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-01-20/v-bashkirii-na-36-perevypolnili-plan-po-chislu-uchastnikov-natsproekta-proizvoditelnost-truda-3113517

 

Пушкӑртстанра "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансен шучӗпе 36 процента ирттерсе тултарнă
Пушкӑртстанра "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансен шучӗпе 36 процента ирттерсе тултарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: