

#наци проекчĕ
"Затон-Восточный" микрорайонӑн Уфан 23-мĕш кварталӗнче 1225 вырӑнлӑ шкул тӑвасси малалла пырать.
Пушкӑртстан Республикинчи чи пысӑк шкулсенчен пӗрне 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Шкул ҫурчӗ пӗтӗмӗшле 18,3 пин тӑваткал метртан ытла пулӗ. Строительство заказчикӗ республикӑри Вӗренӳпе наука министерстви тухса калать.
Масштаблӑ строительство "Вӗренӳ" наци проектне тата укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫинчен концессиллӗ килӗшӗве пула пырать. Ӑна Пушкӑрт Вӗренӳпе наука министерствипе "Просвещение" Çиччӗмӗш концессиллӗ компанийӗ" ООО хушшинче тунӑ.
Аса илтеретпӗр, "Вӗренӳ" наци проекчӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-02-08/v-merii-ufy-rasskazali-kak-idet-stroitelstvo-shkoly-na-1225-mest-v-mikrorayone-zaton-vostochnyy-3134269
Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа администрацийӗн пресс-служби.