Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
13 Нарӑсӑн 2023, 08:53

Пушкӑрт Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Уфари ватӑсем валли 50 вырӑнлӑ пансионат проектне кӑтартнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Уфари ватӑсем валли 50 вырӑнлӑ пансионат проектне кӑтартнӑПушкӑрт Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Уфари ватӑсем валли 50 вырӑнлӑ пансионат проектне кӑтартнӑ
Пушкӑрт Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Уфари ватӑсем валли 50 вырӑнлӑ пансионат проектне кӑтартнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова Уфари ватӑсем валли 50 вырӑнлӑ пансионат проектне кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ корпуса "Демографи" нацпроект шайӗнче уйӑрса панӑ федераци укҫи-тенкипе "Именлек» геронтологи центрӗн территорийӗнче тӑваҫҫӗ. Объект тумалли пӗтӗмӗшле хакӗ 382 млн ытла тенкӗпе танлашать.

"Социаллӑ объект — хула юбилейне парнелени. Хӑйӗн оригиналлӑ архитектурине пула вӑл Р.Зорге урамӗн пӗр пайне илем кӳрет. Кунта бассейн та, хӗллехи сад та, релаксаци пӳлӗмӗсем те, пӳрт тӑрринчи терраса та пулӗҫ — пӗр сӑмахпа каласан, ҫын хӑйӗн ӗмӗрне ахаль пурӑнса мар, тулли пурнӑҫпа киленсе пурӑнтӑр", — тесе ҫырнӑ Ленара Иванова хӑйӗн социаллă сетьри страницинче.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-02-07/glava-mintruda-bashkirii-pokazala-proekt-stroyaschegosya-pansionata-dlya-pozhilyh-na-50-mest-v-ufe-3133685

 

 

Пушкӑрт Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Уфари ватӑсем валли 50 вырӑнлӑ пансионат проектне кӑтартнӑ
Пушкӑрт Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Уфари ватӑсем валли 50 вырӑнлӑ пансионат проектне кӑтартнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас