

#наци проекчĕ
ПР Правительствин Ҫуртӗнче премьер-министр Андрей Назаров ертсе пыракан канашлура "Пушкӑртстан Республикинче вӗренӗве аталантарасси" патшалӑх программине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен, муниципалитет пӗрлӗхӗсене спорт субсидине парасси ҫинчен ыйтăва сӳтсе явнă.
Ял тӑрӑхӗнчи шкулсенче физкультурӑпа тата спортпа туслашма майсем туса парасси — регион Правительствин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнине Андрей Назаров палӑртнӑ. Патшалӑхӑн профильлӗ программине ПР вӗренӳ тата наука министрӗ Айбулат Хажин улшӑнусем кӗртесси ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл ял шкулӗсенче физкультурӑпа тата спортпа туслашма майсем йӗркелес енӗпе ӗҫлекен мероприятисене сакăр ҫул хушшинче "Вӗренӗве аталантарасси" патшалӑх программи шайӗнче пурнӑҫланине палӑртнӑ. Кӑҫал шкулсенче ачасен физкультурӑпа тата спортпа туслашмалли пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевсем валли федераци бюджетӗнчен 25 млн тенке яхӑн уйӑрнӑ. "Пушкӑртстан Республикинче вӗренӗве аталантарасси" патшалӑх программине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан постановлени проектне пурнӑҫлани республикӑри вӗренӳ организацийӗсенче физкультурӑпа тата спортпа ӗҫлекен вӗренекенсен шутне вӑхӑтра ӳстерме май парать.
ПР Правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, улшӑнусене Раҫҫей Федерацийӗн субсидийӗсене федераци бюджетӗнчен вӗренӳ, наукӑпа практика, пултарулӑх ӗҫ-хӗлне йӗркелеме, физкультурӑпа тата спортпа ҫыхӑннӑ вӗренӳ организацийӗсенче федераци "Вӗренӳ" наци проекчӗн йышне кӗрекен «Кашни ача çитӗнӗвӗ» проекчӗн кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе Раҫҫей Федерацийӗн субсидийӗсене уйӑрса памалли тата валеҫмелли правилӑсемпе килӗшӳллӗн кӗртеҫҫӗ.