

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинче те, Раҫҫейри ытти регионсенчи пекех, "Демографи" наци проекчĕ шайĕнче "Ĕҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси" федераци проекчӗн шайӗнче тӳлевсӗр вӗрентӳ программи стартланӑ. Кун пирки ПР халăхăн ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Тӳлевсӗр вӗрентӳ ҫине 50 ҫулалла ҫитнӗ тата аслӑрах ҫынсем, ҫавӑн пекех шкулчченхи ÿсĕмри ачасен ĕçлемен амӑшӗсем, "декретницӑсем", 35 ҫула ҫитичченхи ĕç шыракансен уйрӑм категорийӗсем, ӗҫсӗррисем е халӗ ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх умӗнче тӑракансем шанма пултараҫҫӗ.
2022 ҫулта республикӑра пурӑнакан 6,3 пин ытла ҫын çав программăпа усӑ курнӑ, вӗсенчен 84% ӑнӑҫлӑ ĕçе вырнаçнă. Кун пек кӑтарту — Раҫҫейри чи лайӑх регионсенчен пӗри.
2021 ҫултан пуҫласа программӑна онлайн режимӗнче хутшӑнма заявлени пама юрать. Ҫакна тума "Работа России" порталта заявка памалла.
2022 ҫултанпа вӗренме кирлӗ ĕç шыракансем ӗҫ центрӗсен специалисчӗсем ҫын старт пӗлӗвӗпе унӑн карьери тӗллевӗсене май килнӗ таран хуравлакан программӑна суйласа илме пултарччӑр тесе профориентаци ирттереҫҫӗ. Пӗр-пӗр сӑлтавпа гражданинӑн ӑна чарса лартмалла пулсан, вӗрентӗве вӗҫлеме тата тепӗр ҫӗнӗ меслет пулса тӑрать.
"Демографи" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-02-14/natsproekt-demografiya-v-bashkirii-startovala-zapis-na-programmu-besplatnogo-pereobucheniya-3142980
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.