Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
20 Нарӑсӑн 2023, 10:18

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче органсене куҫарас енӗпе 54 операци ирттернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче органсене куҫарас енӗпе 54 операци ирттернӗПушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче органсене куҫарас енӗпе 54 операци ирттернӗ
Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче органсене куҫарас енӗпе 54 операци ирттернӗ

#наци проекчĕ

Ҫулталӑк хушшинче Пушкӑртстанра органсене трансплантацилес енӗпе 54 операци ирттернӗ. 2022 ҫулта республика кардиоцентрӗнчи хирургсем чĕрепе пилӗк операци ирттернӗ, кӑҫал та ҫавӑн чухлех ирттерме палӑртнӑ.

Пысӑк технологиллӗ операцисем пурӗ 24 пин ытла пациента тунӑ, пӗлтернӗ сывлăх сыхлав министерствин пӗтӗмлетӗвӗнче Айрат Рахматуллин. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра кӑткӑс операцисене кӗтмелли срок самаях чакнă.

"Иртнӗ ҫул пирӗншӗн демографи кӑтартӑвӗсен лайӑх тенденцийӗсемпе паллӑ пулнă. Пӗтӗмӗшле тата ачалла вилӗмӗн кӑтартӑвӗсем палӑрмаллах чакнă. "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект шайӗнче эпир чылай сумма илнĕ — 8 миллиард тенке яхӑн. Укҫа-тенкӗ пуçламăш сыпăка модернизацилеме, чӗрепе юн тымар чирĕсемпе тата онкологи чирӗсемпе кӗрешме янӑ. Çав шутранах эпир ФАПсем тунă, медицина учрежденийӗсене юсанă, оборудованисем, медицина автомобилӗсем туяннă", — пӗлтернӗ сывлӑх сыхлав министрӗ.

Видео-конференц-ҫыхӑну режимӗнчи коллегире Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин сӑмах каланă.

"Эсир чи хакли — сывлӑх хуралӗнче тӑратӑр. 2022 ҫулта лайӑх ӗҫленӗшӗн тавтапуҫ сире. Эсир — команда, унпа танлашмалла. Чӑнах та, ҫитес ҫул сирӗн умӑрта пысӑк задачӑсем тӑраҫҫӗ. "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫламалла, сывлӑх сыхлавӗн мӗнпур программине малалла пурнӑҫламалла", — канашлӑва хутшӑнакансене каланă Забелин.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-02-15/v-bashkirii-za-god-proveli-54-operatsii-po-peresadke-organov-3144164

 

 

Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче органсене куҫарас енӗпе 54 операци ирттернӗ
Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче органсене куҫарас енӗпе 54 операци ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас