Çутă çул
+23 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
25 Февраля 2023, 13:27

Пушкӑртстанра йывӑрлă хӗрарӑма санитари авиацийӗпе Уфа больницине эвакуациленӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра йывӑрлă хӗрарӑма санитари авиацийӗпе Уфа больницине эвакуациленӗПушкӑртстанра йывӑрлă хӗрарӑма санитари авиацийӗпе Уфа больницине эвакуациленӗ
Пушкӑртстанра йывӑрлă хӗрарӑма санитари авиацийӗпе Уфа больницине эвакуациленӗ

#наци проекчĕ
Февралӗн 15-мӗшӗнче Пушкӑртра санитари авиацийӗн бригади йывӑрлă хӗрарӑма медицина эвакуацийӗ йӗркеленӗ, вӗсем ăна Месягутовăри тĕп больницăран Уфари Куватов ячĕллĕ Республика клиника больницине ăсатнă. Кун ҫинчен вырӑнти больницӑра пӗлтернĕ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче "Башинформа" ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пациенткăн сывлăх шайĕ йывӑр мар, анчах ăна васкавлӑ пулăшу кирлĕ.
Санавиаци аталанӑвӗ - федерацин "Пуçламăш медицина санитари пулӑшӑвне аталантарасси" проекчӗн пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри, вӑл "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ республикӑра пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те пахалӑхлӑ, вӑхӑтра тата усӑ курма май паракан медицина пулăшăвĕпе тивӗҫтересси.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-02-15/v-bashkirii-beremennuyu-zhenschinu-sanitarnoy-aviatsiey-evakuirovali-v-bolnitsu-ufy-3144348


Сӑнӳкерчӗкĕ: Месягутовăри тӗп район больници, Vk.

 

Пушкӑртстанра йывӑрлă хӗрарӑма санитари авиацийӗпе Уфа больницине эвакуациленӗ
Пушкӑртстанра йывӑрлă хӗрарӑма санитари авиацийӗпе Уфа больницине эвакуациленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас