

#наци проекчĕ
Пушкӑрт аграрийӗсем 2022 ҫулта ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, продукци экспортне 250 миллион ытла доллар янӑ. Регион ведомствин специалисчӗсем пӗлтӗр республикӑри аграрисемшӗн производство ҫитӗнӗвӗсен ҫулталӑкӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Пушкӑрт ҫӗр ӗҫченĕсем юлашки вунӑ ҫул хушшинче тырӑ тата ҫу культурисен рекордлӑ тухӑҫне пухнӑ вӗт.
ПР премьер-министрĕн ҫумӗ - ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республика ют ҫӗршывсене 290 миллион доллар ытлалăх 400 пин тонна ытла тӗрлӗ продукци тӑратнине палӑртнӑ. Вӑл виҫӗ ҫул хушшинче кӑтарту 2,5 хут ӳснине палӑртнă.
Аса илтеретпӗр, ҫӗршывра "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Федераци Пухӑвне хыпарланӑ май Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр Раҫҫейри ял хуҫалӑх производстви ӳсӗмӗн икӗ енлӗ хӑвӑртлӑхне тата Раҫҫей аграрийӗсен рекордлӑ тырпул пухса илме май килни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей ял хуҫалӑх ҫулӗ вӗҫлениччен тырӑ экспортне 55-60 млн тонна таран ӳстерессе палӑртнӑ.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-03-01/agrarii-bashkortostana-uspeshno-realizuyut-natsproekt-mezhdunarodnaya-kooperatsiya-i-eksport-3161437