

#наци проекчĕ
Уфара Зеленая роща районӗнчи Онежский урамӗнче ача сачӗ тума тытӑннӑ. Ача садне 240 вырӑнлăх проектланӑ, укҫа-тенкӗ федераци бюджетĕнчен "Демографи" наци проекчӗн шайӗнче уйӑрса панӑ.
Кун ҫинчен хӑйӗн социллă сетĕнче Ратмир Мавлиев хула пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Хӑйӗн командипе вӑл стройплошадкӑра пулнă. "Халӗ подрядчиксем ҫӗр ӗҫӗсемпе аппаланаҫҫӗ, никӗсӗн тимӗр-бетон элеменчӗсене турттараҫҫӗ. Ӗҫ графикне килӗштернӗ, ҫирӗплетнӗ", - каласа панă вӑл. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ача сачӗ тӑвас ӗҫе кӑҫалах вӗҫлеме палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Уфа администрацийӗ.