Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
9 Мартӑн 2023, 06:36

Сибайра "путинский" нацпроекта пула çуратакан çурта тӗпрен юсанӑ

#наци проекчĕ

Сибайра "путинский" нацпроекта пула çуратакан çурта тӗпрен юсанӑСибайра "путинский" нацпроекта пула çуратакан çурта тӗпрен юсанӑ
Сибайра "путинский" нацпроекта пула çуратакан çурта тӗпрен юсанӑ

#наци проекчĕ

Сибайри çуратакан çуртра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула тӗп юсав ирттернӗ. Кун пирки регион Сывлӑх сыхлавӗ министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Халӗ ӗнтӗ ачаллӑ амӑшсем ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ палатӑсенче пулӗҫ, ҫуратакан ҫуртӑн пӳлӗмӗсем ӑшӑрах та хӑтлӑрах пулӗҫ.

Сибайри больницăн ача çуратнă хыççăн выртакан отделенине 18 койка уйӑрнӑ. Юсав вӑхӑтӗнче кунта урайсене, алӑксемпе чӳречесене, коммуникацисене улӑштарнӑ, маччасемпе стенасене те ҫӗнетнӗ. Кунсӑр пуҫне больницӑри палатӑсене планланӑ. Этажра ҫӗнӗ душ вырнаҫтарнă, палатӑсенче — санузелсем. Сибайри ҫуратакан ҫурт 1953 ҫулта уҫӑлнӑ та паян сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче чи асли шутланать, вӑл акушерпа гинекологи тӗлӗшӗнчен пысӑк квалификациллӗ пулӑшу парать.

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-07/v-sibae-kapitalno-otremontirovali-roddom-blagodarya-putinskomu-natsproektu-3168652

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Наталья Овчарук

Сибайра "путинский" нацпроекта пула çуратакан çурта тӗпрен юсанӑ
Сибайра "путинский" нацпроекта пула çуратакан çурта тӗпрен юсанӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас