

#наци проекчĕ
2023-2024 ҫулсенче Раҫҫейри маршрутсем тӑрӑх пакет турӗсен хакне чакармалли мерӑсем валли ҫур миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки РФ правительствин председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
"Сӑмах ҫӗршывра чартерлă авиаперевозка йӗркелекен туроператорсене пулӑшмалли программа ҫинчен пырать. 2023 ҫулта ҫак тӗллевсем валли бюджетран 250 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫавӑн пекех суммӑна 2024 ҫулта та пӑхса хӑварнӑ".
Правительство ҫак программӑна 2021 ҫултанпа "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗ шайӗнче пурнӑҫлать. Пӗлтӗр унта Раҫҫейри 70 регион хутшӑннӑ.
Программа срокӗ – 2024 ҫулччен ӗҫе кӗртмелле.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-10/pravitelstvo-napravit-500-mln-rubley-na-snizhenie-stoimosti-vnutrirossiyskih-turov-3172216
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов, архив.