Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
13 Мартӑн 2023, 05:47

Пушкӑртстанри Раевкăри тĕп больница нацпроект шайӗнче 8,4 млн тенкӗ тӑракан ингаляци аппарачӗсене илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Раевкăри тĕп больница нацпроект шайӗнче 8,4 млн тенкӗ тӑракан ингаляци аппарачӗсене илнӗПушкӑртстанри Раевкăри тĕп больница нацпроект шайӗнче 8,4 млн тенкӗ тӑракан ингаляци аппарачӗсене илнӗ
Пушкӑртстанри Раевкăри тĕп больница нацпроект шайӗнче 8,4 млн тенкӗ тӑракан ингаляци аппарачӗсене илнӗ

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн "Пӗрремӗш звенона модернизацилес" регионти программа шайĕнче Раевкăри тӗп больница пӗтӗмӗшле 8,4 млн тенкӗ тăракан "МАИА 01" анестезин хальхи нумай функциллӗ икӗ ингаляци аппарачӗ туяннă.

ПР Сывлӑх сыхлавӗ министерствинче «МАИА 01» комплекссене медицина специалисчӗсем пысӑка хурса хаклани ҫинчен каласа панӑ. Ҫак аппаратсемпе ингаляци анестезийӗ валли тата сывланин йӗркеллӗ ритмне тытса пымалли операцисем вӑхӑтӗнче усӑ кураҫҫӗ вӗт. Медоборудовани дисплейӗнче организмӑн пурнӑҫпа пӗлтерӗшлӗ кӑтартӑвӗсем палӑраҫҫӗ, ҫакӑ наркоз тарӑнӑшне тата пациент сывлӑхне пӗр йӑнӑшмасӑр хаклама май парать.

Раевкăри тĕп больницан тӗп врачĕ Венер Изикаев больницӑн коллективӗ ҫакӑн пек медоборудованипе тултарнӑшӑн хавас пулнине палӑртнă, халӗ, пӗрремӗш звенона модернизацилесси программине пула, Раевкăри больницӑн операци блокĕ васкавлӑ тата планлӑ операцисем ирттернӗ чухне кирлӗ хальхи аппаратсемпе пуянланнӑ. Паллах, пациентсене медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ те лайӑхланать.

Пӗрремӗш звенона модернизацилемелли программӑна пилӗк ҫула - 2025 ҫулччен палӑртнӑ.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-03-10/v-bashkirii-raevskaya-tsrb-poluchila-v-ramkah-natsproekta-ingalyatsionnye-apparaty-stoimostyu-8-4-mln-rubley-3171800

 

Пушкӑртстанри Раевкăри тĕп больница нацпроект шайӗнче 8,4 млн тенкӗ тӑракан ингаляци аппарачӗсене илнӗ
Пушкӑртстанри Раевкăри тĕп больница нацпроект шайӗнче 8,4 млн тенкӗ тӑракан ингаляци аппарачӗсене илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас