Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
14 Мартӑн 2023, 07:28

Пушкӑртстан Республикинче нацпроекта пула тата тепӗр ялта Культура керменне тӗпрен юсанӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Республикинче нацпроекта пула тата тепӗр ялта Культура керменне тӗпрен юсанӑПушкӑртстан Республикинче нацпроекта пула тата тепӗр ялта Культура керменне тӗпрен юсанӑ
Пушкӑртстан Республикинче нацпроекта пула тата тепӗр ялта Культура керменне тӗпрен юсанӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Аскин районӗнчи Кашкино ялӗнче вырӑнти Культура керменне "Культура" наци проектне пула тӗпрен юсанӑ. Кун ҫинчен район администрацийӗнче пӗлтернӗ.

Ҫурта 1980 ҫултанпа юсаман. Юлашки икӗ ҫул хушшинче авари пулнӑ пирки Кашкино ял клубне хупнӑ.

Строительсем Культура çуртӗнче ҫурт тӑррине, чӳречесене, урайне улӑштарнă, ҫавӑн пекех маччасемпе кӗмелли вырӑнсене юсанă.

"Халӗ занятисемпе мероприятисем хӑтлӑ условисенче иртӗҫ, - палӑртнӑ Аскин районӗн администрацин пуҫлӑхӗ Динис Юсупов. - Ҫӗнетнӗ ҫурт искусствӑна юратакансемшӗн пуриншӗн те иккӗмӗш ҫурт пултӑр".

Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, "Культура" нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ — пӗтӗм Раҫҫейри культура ырлӑхӗсемпе культура хаклӑхӗсене туса хурас ӗҫе хутшӑнмалли майсене ӳстересси. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ нацпроектсене 2019 ҫулта пуҫарнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-13/v-bashkirii-kapitalno-otremontirovali-esche-odin-selskiy-dk-blagodarya-natsproektu-3175204

 

 

Пушкӑртстан Республикинче нацпроекта пула тата тепӗр ялта Культура керменне тӗпрен юсанӑ
Пушкӑртстан Республикинче нацпроекта пула тата тепӗр ялта Культура керменне тӗпрен юсанӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас