

#наци проекчĕ
2023 ҫулта ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви "Экологи" наци проекчӗн "Вӑрмансене упрасси" федераци проектне пурнӑҫланӑ шайра вӑрманпа пушар техникин 12 единицине туянать. Паянхи куна вӑрманпа пушар техникин пӗрремӗш партине - УАЗ-390995 çăкпа çынсене туртармалли пилĕк фургонне республикӑри вӑрманпа пушар центрӗн станцийӗсем валли вӑрманпа ӗҫлекен пӗчӗк комплекссене туяннӑ. Контракт сумми 6,7 млн тенкӗпе танлашнӑ, пӗлтерет Пушкӑрт правительствин пресс-служби.
Унсӑр пуҫне ведомство аукционсем ирттернӗ тата кӑҫал техникӑн çичĕ единицине: пушар цистернисене, çăк турттармалли автомобильсене, мотовездеходсене (квадроциклсене) 45 млн тенке яхӑн лартма контрактсем тунӑ. Вӑрманпа пушар техникине туянма республикӑна кӑҫал 52,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.