Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
16 Мартӑн 2023, 15:33

Пушкӑртстанăн ҫурҫӗр енчи ялта шкулпа ача сачӗ туса лартаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанăн ҫурҫӗр енчи ялта шкулпа ача сачӗ туса лартаҫҫӗПушкӑртстанăн ҫурҫӗр енчи ялта шкулпа ача сачӗ туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанăн ҫурҫӗр енчи ялта шкулпа ача сачӗ туса лартаҫҫӗ

#наци проекчĕ
Кӑҫал Аскин районӗнчи Кубиязы ялӗнче наци проекчӗ шайӗнче вӗренӳ комплексӗ тума пуҫлаҫҫӗ. Кунта 120 вӗренекен валли шкул тата 60 вырӑнлӑ ача сачӗ пулӗ, тесе пӗлтернӗ ПР Строительство министерствинче. Халӗ генподрядчике суйлас енӗпе аукцион ирттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ учреждение Совет урамӗнче тӑватӑ йывӑҫ корпус вырӑнне туса лартаҫҫӗ. 4,3 пин тӑваткал метра яхӑн виҫӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра столовӑй, спортзал, медицина блокне пӑхса хӑварнӑ. Ҫурта чу чухнехилле санузелсемпе, ӑшӑтмалли системӑсемпе, видеосăнавпа, пушар сӳнтермелли тата сыхламалли сигнализаципе тивĕçтерӗҫ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-15/v-sele-na-severe-bashkirii-postroyat-shkolu-i-detskiy-sad-3178299


Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Строительство министерстви.

Пушкӑртстанăн ҫурҫӗр енчи ялта шкулпа ача сачӗ туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанăн ҫурҫӗр енчи ялта шкулпа ача сачӗ туса лартаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас