Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
17 Мартӑн 2023, 04:36

Иглин районӗнче ҫӗнетнӗ ферма уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Иглин районӗнче ҫӗнетнӗ ферма уҫӑлнăИглин районӗнче ҫӗнетнӗ ферма уҫӑлнă
Иглин районӗнче ҫӗнетнӗ ферма уҫӑлнă

#наци проекчĕ
Ку вӑл "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх" наци проектне пурнӑҫланипе пулса иртнӗ.
Пушкӑртстанри Иглин районӗнче хамăр ҫӗршыв производствине роботизациленӗ сумалли установкӑпа ҫӗнетнӗ ферма уҫӑлнă. Сумалли ҫӗнӗ технологи Иван Мизюкан хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлет.
- Кун пек пӗр робот талӑкра 70 пуҫ таран сума пултарать, - каласа панă район администрацийӗнче. - Кашни ӗнен чип пур, унта выльӑх ҫинчен тулли информаци тытăнса тӑрать.
Ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм процеса автоматизациленӗ. Конкретлӑ ӗне мӗн чухлӗ сумаллине аппарат хӑех палӑртать. Кунтах мини-лабораторинче сӗт пахалӑхне тĕрĕслеççĕ. Интереслӗ, ӗнесем расписанипе мар, хӑйсен биоритмĕпе сума каяҫҫӗ.
Иглинри фермер хуҫалӑхӗ Пушкӑртстанра сумалли роботсене вырнаҫтарнӑ пиллӗкмӗш хуçалăх пулса тӑнӑ.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2023-03-15/v-iglinskom-rayone-bashkirii-otkrylas-obnovlennaya-ferma-3177704


Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртри Иглин районӗн администрацийӗ.

 

Иглин районӗнче ҫӗнетнӗ ферма уҫӑлнă
Иглин районӗнче ҫӗнетнӗ ферма уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас