

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан тӗп хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри "Сенкер лента" акци шайӗнче вуннӑмӗш ташӑ флешмобӗ пулать.
"Сенкер лента" акци шайӗнче анлӑ масштаблӑ ташӑ флешмобӗ пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче - Пӗтӗм тӗнчери шыв кунӗ – «Шыв объекчӗсене упраса хӑварни» федераци проекчĕ "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче - пӗлтернӗ ПР Çутҫанталӑкпа усӑ курас тата экологи министерствин пресс-секретарӗ Ренара Газина.
Ренара Газина акцие хастар ҫынсем, ача сачӗсен воспитанникӗсем, шкул ачисем, воспитательсемпе педагогсем, ҫавӑн пекех культура тата спорт сферинче ӗҫлекенсем, хулари наука ҫамрӑкӗсем хутшӑнма пултарасси ҫинчен каласа панă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, малтан "Сенкер лента" акци шайӗнче хула урамӗсенче ташӑ флешмобӗ пулать, унтан символлӑ сенкер лентӑсемпе листовкӑсем валеҫсе параççĕ, вӗсенче шыв ресурсӗсене перекетлемелли ҫинчен каланă.