Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
24 Мартӑн 2023, 16:31

Пушкӑртстанра "Агростартапсем" илме кандитатсене кӗтеҫҫӗ, грант чылай пысӑкланнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра "Агростартапсем" илме кандитатсене кӗтеҫҫӗ, грант чылай пысӑкланнӑПушкӑртстанра "Агростартапсем" илме кандитатсене кӗтеҫҫӗ, грант чылай пысӑкланнӑ
Пушкӑртстанра "Агростартапсем" илме кандитатсене кӗтеҫҫӗ, грант чылай пысӑкланнӑ


#наци проекчĕ
Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерстви "Агростартап" грантсемпе конкурса заявкӑсем йышӑнма пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал асӑннӑ программӑна пулӑшу парассине пысӑклатнӑ:
5 млн тенкӗрен пуҫласа 7 млн тенкӗ таран, сӗтпе аш-какай выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре проектсем пурнӑҫлакансене;
3 млн тенкӗрен пуҫласа 5 млн тенкӗ таран — урӑх енсене.
2023 ҫулта аграри гранчӗсен калӑпӑшӗ 98 млн тенкӗпе танлашать.
Конкурса хутшӑнмалли заявкӑсене 2023 ҫулхи апрелӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен министерствӑра: Уфа, Пушкин урамӗ, 106, ӗҫ кунӗсенче йышӑнӗҫ. Справкӑсем валли телефонсем: 8 (347) 218-05-26, 218-05-29.
"Агростартап" программа "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать. Гранта ĕçе пуҫлакан фермерсене уйӑрса параҫҫӗ, ытларах вӗсем уйрăм хушма хуҫалӑх хуҫисем.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-21/v-bashkirii-zhdut-pretendentov-na-agrostartapy-granty-suschestvenno-uvelicheny-3185132


Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.

Пушкӑртстанра "Агростартапсем" илме кандитатсене кӗтеҫҫӗ, грант чылай пысӑкланнӑ
Пушкӑртстанра "Агростартапсем" илме кандитатсене кӗтеҫҫӗ, грант чылай пысӑкланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас