

#наци проекчĕ
Пушкӑртри Благовещенскра хальхи психоневрологи интерначӗн ҫывӑрмалли корпусне туса пӗтереҫҫӗ. Ӑна 60 вырӑна палӑртнӑ. Ӑна эксплуатацие панӑ хыҫҫӑн сиплев учрежденийӗнче черет чакать, кунта килнисен шучӗ яланхи йӗркепе 400 ҫынна ҫити ӳсет. Объекта Пушкӑрт Республикинчи федерацин тӗп инспекторӗ Алексей Касьянов ҫитсе курнӑ. Вӑл Благовещенскра "Демографи" наци проектне пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ, ун шайӗнче ҫӗнӗ объекта тӑваҫҫӗ.
Интерната ҫӗнӗ техникӑпа сӗтел-пукан, видеосăнав тата пушар системипе пуянлатнӑ. Корпус тавра пациентсене уҫӑлса ҫӳреме ҫичӗ гектарлӑ территори те хӑтлӑланать. Строительство вӗҫленсе пырать.
"Ку пӗтӗм регионшӑн пӗлтерӗшлӗ объект. Сывлăх кăлтăкĕсемлĕ ҫынсем лайӑх медицина пулӑшӑвӗ илччӗр тесен, мӗн тума пултарнине пурне те тумалла", - тенӗ Алексей Касьянов.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-24/glavnyy-federalnyy-inspektor-po-bashkirii-proinspektiroval-stroitelstvo-sotsialnogo-ob-ekta-3189607
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР федерацин тӗп инспекцин пресс-служби.