Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
27 Мартӑн 2023, 04:46

"Культура" наци проекчĕ: Нефтекамскра художество шкулне юсама тытӑннӑ

#наци проекчĕ

"Культура" наци проекчĕ: Нефтекамскра художество шкулне юсама тытӑннӑ"Культура" наци проекчĕ: Нефтекамскра художество шкулне юсама тытӑннӑ
"Культура" наци проекчĕ: Нефтекамскра художество шкулне юсама тытӑннӑ

 

«Культура" наци проектне пурнӑҫланине пула Нефтекамскри ача-пӑча художествӑллӑ шкулӗн ҫурчĕсене тӗпрен юсаҫҫӗ. Кун ҫинчен хулари культура управленийӗнче пӗлтернӗ.

Строительсем вӗренӳ кабинечӗсене, электроснабжени системине юсаҫҫӗ, ҫурт фасадне сӑрлаҫҫӗ, ҫавӑн пекех кӗмелли ушкӑна йӗркелеҫҫӗ. Тĕп юсава пӗтӗмӗшле 29 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 24 млн ытла - федераци бюджечӗн укҫи-тенки.

Ҫӗнетнӗ кабинетсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хӑйсен алӑкӗсене уҫаҫҫӗ.

"Культура" наци проектне хутшӑнни - пирӗн шкул аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ утӑм. Художество шкулне юсаса ҫӗнетесси ачасемпе ҫитӗннисене тата ытларах явӑҫтарӗ, пултарулӑх вӑй-хӑватне уҫма, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма май парӗ. Паллах, вӗренӳ пахалӑхне лайӑхлатӗ", - тесе палӑртнӑ Нефтекамскри ача-пӑча художество шкулӗн директорӗ Руслан Галлямов.

Юлашки ҫулсенче кӑна республикӑри 109 ача искусствин аталанӑвне 445 млн ытла тенкӗ хывнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-26/natsproekt-kultura-v-neftekamske-nachalsya-remont-hudozhestvenoy-shkoly-3192209

 

 

"Культура" наци проекчĕ: Нефтекамскра художество шкулне юсама тытӑннӑ
"Культура" наци проекчĕ: Нефтекамскра художество шкулне юсама тытӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас