

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Cывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Куватов ячӗллӗ республикӑри клиника больници наркозпа сывламалли икӗ хальхи аппарат илнӗ.
Ҫакӑ "Сывлӑх cыхлавӗ" наци проекчӗн "Онкологи чирӗсемпе кӗрешесси" регионти проекта пурнӑҫланипе май килнӗ.
"Наркозпа сывлав станцийӗ Leon Plus - эксперт шайӗнчи хальхи анестезиологи станцийӗ, ӑна пӗтӗм тӗп режимсемпе йӗркеленӗ", - палӑртнӑ республика Cывлӑх сыхлав министерствинче.
Ӗҫ хӑвачӗпе пахалӑхне кура система интенсивлӑ терапи валли хатӗрленӗ приборсенчен кая мар.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.