

#наци проекчĕ
"Полимак" ООО геомембранӑна, георешеткӑна, дренаж композитне, геотексиле, ҫул сеткине туса кӑларас тӗлӗшпе специализациленет, унпа ҫурт-йӗр, ҫулсем, шыв сооруженийӗсем, йӑлари тата промышленноҫ каяшӗсен полигонӗсем тунӑ ҫӗрте усӑ кураççĕ.
Предприяти ӗҫченӗсем ПР компетенцийӗсен регионти центрӗн эксперчĕ пулӑшнипе виҫӗ уйӑх хушшинче тренингсем иртнӗ, суйласа илнӗ пилот юхӑмӗн диагностикине ирттернӗ. Пилот участокӗнчи предприятин планӗсенче - процесс вӑхӑтне икӗ хут кӗскетесси тата ҫын пуçне 2 100 метртан пуҫласа 2600 тӑв. м ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси. "Диагностика и целевое состояние" тапхӑр кӑтартӑвӗсем тӑрӑх палӑртнӑ тӑкаксемпе проблемӑсене пӗтерес тӗлӗшпе 19 ытла мероприяти туса хатӗрленӗ.
– "Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне хутшӑннӑ шайра предприятисем промышленноҫа аталантармалли Фондран 20-300 млн тенкӗрен пуҫласа пилĕк ҫуллӑх 1% таран ҫӑмӑллӑхлӑ кивҫен илмелли майсем илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех проекта хутшӑнакансене предприятин инвестици тӑкакӗсен 90 процентне ҫити налук укҫи-тенкине чакарас шучӗпе 20 процентран пуҫласа 10 процента ҫити компенсацилеме май панӑ, - палӑртнă Пушкӑртри экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Айрат Фахретдинов.