

#наци проекчĕ
2023 ҫулта Пушкӑртстан Республики ачасен туризмне аталантарма федераци бюджетӗнчен 188,7 млн тенкӗ илӗ, республика бюджетӗнчен хушма 75,5 млн тенкӗ ярӗҫ, ҫакӑ 5-9 классенче вĕренекен 37 743 шкул ачи валли турсем йӗркелеме май парать.
2022 ҫултан пуҫласа республика "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗн шайӗнче "Патшалӑх (муниципалитет) социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсем пама патшалӑх (муниципалитет) социаллӑ саккунӗ ҫинчен" федераци саккунне пурнӑҫлама хастар хутшӑнать. Пӗлтӗр республика шкул туризм программине пурнӑҫлакан 18 пилот регионĕ шутне кӗнӗ. Проект кирлӗ пулчӗ, ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, педагогсем ăна пысӑк хак панă. 2023 ҫулта пирӗн республикӑра программӑна хутшӑнакансен шучӗ виçĕ хут ытла ӳснӗ, вӗсемшӗн ҫӗнӗ интереслӗ маршрутсемпе экскурсисем туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-03-30/bashkiriya-poluchit-iz-federalnogo-byudzheta-na-razvitie-detskogo-turizma-188-7-milliardov-rubley-3197990
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.