Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
1 Апрелӗн 2023, 12:15

Пушкӑртстанра библиотекарьсем "Пултарулӑх ҫыннисем" проект шайӗнче квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра библиотекарьсем "Пултарулӑх ҫыннисем" проект шайӗнче квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗПушкӑртстанра библиотекарьсем "Пултарулӑх ҫыннисем" проект шайӗнче квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра библиотекарьсем "Пултарулӑх ҫыннисем" проект шайӗнче квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ

#наци проекчĕ
Ҫӗнӗ пӗлӳ илес тата вӗренес тесен библиотекарьсен укҫа-тенкӗ тӑкакӗсене тӳлемелле мар, ӗҫ графикне ҫӗнетмелле е таҫта каймалла мар. Вӗренӳ курсӗсем пурте дистанциллӗ иртеҫҫӗ,-пӗлтерет ПР Культура министерствин пресс-служби.
Творчество тата управлени кадрӗсен квалификацине ӳстерес енӗпе ӗҫлекен ПР культура министерстви федераци тата регион территорийӗнче "Культура" наци проекчӗн "Пултарулӑх ҫыннисем" регионти мероприятисене пурнӑҫлас тӗллевпе ӗҫлет. Профессорсемпе преподавательсен вӑйлӑ команди итлекенсене хӑйсен пӗлӗвӗсемпе, пултарулăхĕсемпе, хӑнӑхӑвӗсемпе паллаштарать, интерактивлӑ лекцисем, презентацисем тата практика ӗҫӗсем евӗр материалсем сӗнет.
Республикӑри ведомствӑра кадрсен квалификацине пӗлтӗр "Пултарулӑх ҫыннисем" проект шайӗнче ӳстерни библиотека специалисчӗсенчен 233 итлекен иртсе кайнине палӑртнӑ. 2023 ҫулта "Культура" наци проекчӗн шайӗнче Пушкӑртстанри муниципалитет тата патшалӑх библиотекисен 233 специалиста вӗрентме палӑртнӑ. Квалификацие ӳстермелли проект пуҫланнӑранпа пӗтӗмӗшле библиотекӑсен 654 специалисчӗ квалификацие ÿстернĕ ӗнтӗ.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-03-28/v-bashkirii-bibliotekari-v-ramkah-proekta-tvorcheskie-lyudi-smogut-povysit-kvalifikatsiyu-3194858

 

Пушкӑртстанра библиотекарьсем "Пултарулӑх ҫыннисем" проект шайӗнче квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра библиотекарьсем "Пултарулӑх ҫыннисем" проект шайӗнче квалификацие ӳстерме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас