Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
4 Апрелӗн 2023, 07:09

Бирскра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑма 65% хатӗрленĕ

#наци проекчĕ

Бирскра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑма 65% хатӗрленĕБирскра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑма 65% хатӗрленĕ
Бирскра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑма 65% хатӗрленĕ

#наци проекчĕ

Бирскра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑмӑн строительство хатӗрлевӗ 65 процентпа танлашнӑ, ӗҫ графикран маларах пырать, кӑҫал хута яма палӑртнӑ, пӗлтернӗ ПР министрсен кабинечĕн пресс-службинче. Ӗнер объекта правительство вице-премьерӗ Илшат Тажитдинов ҫитсе курнӑ.

Шывпа тивӗҫтермелли система "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче йӗркеленет, унӑн тулли хакӗ 818,9 млн тенкӗпе танлашать, вӗсенчен 790,5 млн тенкӗ — федераци бюджечӗн укҫи-тенки.

"Ку регионти "Таса шыв" проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра чи нумай укçа-тенкĕллĕ объект, Бирска питӗ кирлӗ объект. Ăна туса пĕтерни хулара ӗҫмелли шыв пахалӑхне ӳстерме май парать. Ҫавӑнпа строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫламалли хăвăртлăха уйрӑм контрольте тытатпӑр", - палӑртнӑ вице-премьер.

Вице-премьер тата Бирскри 9-мĕш шкулӗнче пулнӑ, тепӗр ҫул унта тӗпрен юсав ĕçĕсем палӑртнӑ. Кунта пулас ӗҫсемпе укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.

«Башинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртри нацпроектсене пурнӑҫлама 2023 ҫулта 24,7 миллиард тенкӗ янӑ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-03/v-birske-gotovnost-novoy-sistemy-vodosnabzheniya-sostavlyaet-65-3202236

 

Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru.

 

Бирскра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑма 65% хатӗрленĕ
Бирскра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑма 65% хатӗрленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас