Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
10 Апрелӗн 2023, 11:58

Уфа мэрĕ 2023 ҫулта мӗнле парксемпе скверсене хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен каласа панă

#наци проекчĕ

Уфа мэрĕ 2023 ҫулта мӗнле парксемпе скверсене хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен каласа панăУфа мэрĕ 2023 ҫулта мӗнле парксемпе скверсене хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен каласа панă
Уфа мэрĕ 2023 ҫулта мӗнле парксемпе скверсене хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен каласа панă
  • #наципроекчĕ
    2023 ҫулта Уфа территорийӗнче общество анлӑхне хӑтлӑх кӗртес енӗпе 13 мероприяти, ҫав шутра 11 парк пурнӑҫлама палӑртнӑ. Кун пирки ЦУРти Пушкӑрт правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче тӗп хулан администраци пуҫлӑхӗ Ратмир Мавлиев пӗлтернӗ.
    Мэр каланӑ тӑрӑх, пур проекта та уфимецсем активлӑн хутшӑннӑ чухне туса хатӗрлеҫҫӗ.
    "2023 ҫулхи пур объектсем тӑрӑх та контрактсене е туса пӗтернӗ, е хатĕрлеççĕ. Ҫавӑн пекех объектсем Уфан çичĕ районӗнчен улттăшĕнче пулнине те палӑртатӑп", - тенӗ Ратмир Мавлиев.
    Кӑҫал Аксаков ячӗллӗ сад — хӑтлӑх кӗртессине кӗтекен обществӑлла уҫлӑхсен шутӗнче.
    Проекта федерацин "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" программи шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. Контрактсене кӑҫалхи март уйӑхӗнче тунӑ.
    Ҫав хушӑрах Уфа "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗ шайӗнче хула центрӗн туркодне проект тума федераци конкурсӗ выляса илнӗ. Уфа мэрийĕ шутланӑ тӑрӑх, ҫак мероприятие пурнӑҫлани туризм инфратытӑмне аталантарас енӗпе нумай позицие вӑйлатма тата Пушкӑрт тӗп хулине хӑтлӑрах та тараватлӑрах тума май парать.
    Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта Пушкӑрт Республикинче 122 объекта хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Вӗсенчен ҫурри е 65 объекта яхӑн республика хулисенче вырнаҫнӑ.
    Аса илтеретпӗр, наци проекчӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
    https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-10/mer-ufy-rasskazal-kakie-parki-i-skvery-blagoustroyat-v-2023-godu-3213703
    Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

 

 


Уфа мэрĕ 2023 ҫулта мӗнле парксемпе скверсене хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен каласа панă
Уфа мэрĕ 2023 ҫулта мӗнле парксемпе скверсене хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас