

#наципроекчĕ
Пушкӑртри туризм индустрине аталантармалли малашлӑхлӑ ҫул-йӗр пулма этнотуризмӑн пур шанăç та пур, - тенӗ республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров.
"Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ " нацпроект шайӗнче 2023 ҫулта эпир 550,2 млн тенкӗ явӑҫтарма пултартӑмӑр. Ытларах пайне 60 инфратытӑм проектне пурнӑҫлама яратпӑр. Паян пирӗн туроператорсем ҫӗршер туризм маршрутне пурнӑҫлаҫҫӗ — вӗсене Пушкӑрт ҫыннисемпе хӑнисем те пӗлеҫҫӗ. Пирӗн алӑра — этнотуризма чи ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлама мӗнпур майсем", - тесе ҫырнӑ хӑйӗн телеграм-каналӗнче Андрей Назаров.
Регионта этнографи туризмӗ туртӑмӗсем "Торатау" тата "Янган-тау" геопарксем, "Шульган-Таш" патшалӑх заповедникӗ, "Бабай Утары" этнографи комплексӗ, "Алтын кош" пушкӑрт усадьби, "Сердце Башкирии" этно-туризм комплексӗ, "Инайя" этнопарк.
Премьер-министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра туристсене мĕн кӑтартмалли пур.
Аса илтеретпӗр, "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-11/u-etnoturizma-est-vse-shansy-stat-perspektivnym-napravleniem-razvitiya-turindustrii-bashkirii-3214738
Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаровӑн телеграм-каналӗ.