Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Апрелӗн 2023, 16:04

Пушкӑртри "ПрофФЕСТа" кашни çул ирттерĕç

наци проекчĕ

Пушкӑртри "ПрофФЕСТа" кашни çул ирттерĕç
Пушкӑртри "ПрофФЕСТа" кашни çул ирттерĕç

#наци проекчĕ
Кӑҫалтан пуҫласа "ПрофФЕСТ" фестивале ҫулсерен — Радий Хабиров хушнипе - Пушкӑрт Республикинче ирттерĕҫ, - пӗлтернӗ ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин хӑйӗн социаллӑ сечӗсенче.
"Ҫамрӑксемшӗн ҫавӑн пек мероприятисем ирттересси пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Ҫамрӑк ҫынсем кунта хӑйсен интересӗсен сферинче карьера мӗнле суйласа илмеллине тата ку енӗпе мӗнле майсем пуррине пӗлме пултараҫҫӗ. Фестивале ҫамрӑксен обществин активлӑ форматӗнче ирттереҫҫӗ, унта вӗсене хальхи ӗҫ рынокне мӗнле туни ҫинчен ансат та ӑнланмалла чӗлхепе ӑнлантарса параҫҫӗ", - хавхалантарнă Максим Забелин.
"Демографи" нацпроект шайӗнче йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫ ярмăрккин республика тапхӑрӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Уфара тата регионӑн 12 хулинче иртнӗ. Унӑн шайӗнче 259 компани ĕç шыракансене çичĕ пин ваканси сӗннӗ.
Июнӗн 23-мӗшӗнче вара Уфари "Арт-квадратра" федерацин “ПрофФЕСТ" тапхӑрне палӑртнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-14/proffest-v-bashkirii-budet-provoditsya-ezhegodno-3221089
Сӑнӳкерчӗкĕ: Максим Забелин социаллă сечӗ.

 

Пушкӑртри "ПрофФЕСТа" кашни çул ирттерĕç
Пушкӑртри "ПрофФЕСТа" кашни çул ирттерĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: