Çутă çул
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Апрелӗн 2023, 14:01

Салаватра урамсене "путин" нацпроектне пула юсама пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Салаватра урамсене "путин" нацпроектне пула юсама пуҫланнӑ
Салаватра урамсене "путин" нацпроектне пула юсама пуҫланнӑ

#наци проекчĕ

Салаватра "Хӑрушсăр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне пурнӑҫланине пула Советская урамӗпе Матросов бульварне юсама тытӑннӑ, - пӗлтернӗ Пушкӑрт Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче.
Халӗ ĕçченсем борт чулĕсене сÿтеҫҫӗ. Май уйӑхӗнче ҫак урамсен транспорт çÿрекен ҫулӗсене улӑштарма, ҫавӑн пекех ҫуран çÿрекен çынсем валли тротуарсем тума пуҫлаççĕ.
"Кӑҫал Салаватра пурӗ çичĕ километр тӑршшӗ вунă участока юсама палӑртнӑ. Вӗсенчен 6,3 километр тӑршшӗ ҫула "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект тӑрӑх. Ку пӗлтӗрхинчен 1,5 километр ытларах, - палӑртнă Пушкӑрт транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Клебанов.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-24/v-salavate-nachalsya-remont-ulits-blagodarya-putinskomu-natsproektu-3231616

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин пресс-служби.

 

 

Салаватра урамсене "путин" нацпроектне пула юсама пуҫланнӑ
Салаватра урамсене "путин" нацпроектне пула юсама пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: