Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Апрелӗн 2023, 11:55

Пушкӑртстанра бурайсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма пӗрремӗш сертификатсем панӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра бурайсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма пӗрремӗш сертификатсем панӑ
Пушкӑртстанра бурайсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма пӗрремӗш сертификатсем панӑ

#наци проекчĕ
Ҫак кунсенче Бурай районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗсене панӑ, вӗсен хуҫисем ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ 23 ҫула ҫитнӗ ачасен шутӗнчен тухнӑ.
Паллӑ ӗнтӗ, "Пурӑнмалли çурт-йӗр" регион проекчӗ "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - граждансене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси. Тӑлӑх ачасем тата вӗсемпе танлашнӑ категориллӗ граждансем халӗ муниципалитет укҫи-тенки шучӗпе туяннӑ хваттерсен уҫҫисене ҫеҫ мар, бюджет укҫи-тенкипе тӳлеме сертификат та илме пултараҫҫӗ. Маларах тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондӗнчен тара илмелли договорсем тӑрӑх, пилӗк ҫуллӑха, каярах харпӑрлӑха куҫнӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен пурӑнма хатӗрленӗ.
Бурай район администрацийӗн представителӗсем сертификат хуҫисене ӑшшӑн саламланă, пур ӗҫре те малашнехи ҫитӗнӳсемпе ырлӑх суннă.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-04-26/v-bashkirii-buraevtsam-vruchili-pervye-sertifikaty-na-pokupku-zhilya-3235311
Сӑнӳкерчӗкӗ: уҫӑ ҫӑлкуҫран.

 

 

 

Пушкӑртстанра бурайсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма пӗрремӗш сертификатсем панӑ
Пушкӑртстанра бурайсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма пӗрремӗш сертификатсем панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: