Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Майӑн 2023, 11:49

Пушкӑртра "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче вӑрман фондне авиапатрулировани хастар ирттереҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче вӑрман фондне авиапатрулировани хастар ирттереҫҫӗ
Пушкӑртра "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче вӑрман фондне авиапатрулировани хастар ирттереҫҫӗ

#наци проекчĕ
Сывлӑшран ҫунакан вучахсене ҫеҫ мар, вӗсене часрах пӗтерме те пулать вӗт, - пӗлтерет ПР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин пресс-служби.
Май уйӑхӗ шӑрӑх та типӗ тăрать, ҫавӑнпа та вӑрман фончӗн ҫӗрӗсем ҫинче ҫунакан вучахсене оперативлӑ тупас тӗлӗшпе пушар хӑрушлӑхӗн пысӑк класӗпе пӗрле вӑрман ведомстви авиаци патрулӗсем йӗркеленӗ. Специалистсем "Экологи" наци проекчӗн "Вӑрмансене упраса хӑварасси" федераци проекчӗн шайӗнче вӑрман фондӗнче ҫунма юраманнине тата ҫутҫанталӑк пушарӗсен сиенне сахаллатассине профилактика енӗпе ĕçсем пурнӑҫланине ӑнлантарнӑ.
Республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ Марат Шарафутдинов регион территорийӗнчи авиаци разведки пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 3-5 класне палӑртас пулсан, вӑрманти пушарсем чи ҫӳллӗ вырӑнсенче пулма пултарни ҫинчен каласа панӑ. Пушкӑрт Республикинче ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа пушар хӑрушсӑрлӑхӗн IV класне кĕртнĕ.
Республикӑри вӑрманпа пушар центрӗн ертӳҫи Айрат Юсупов яланах 800 метр ҫӳллӗшӗнче вӗҫнине, сӑртлӑ вырӑнсенче вара 1,5 пин метр ҫӳллӗшӗнче вӗҫнине, обзор лаптӑкӗн радиусӗ 30 километра ҫитнине ӑнлантарса панӑ. Вӑл республика территорийӗнче авиапатрулированин 30 маршрутне палӑртнине, вӗсенчен ултӑ тӗп тата 24 резерври маршрутсене палӑртнӑ.
Ҫуркунне ҫитнине тата температура ӳснине шута илсе ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ тата ытти категорисенче ландшафт пушарӗсен шучӗ ӳснӗ.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2023-05-03/v-bashkirii-v-ramkah-natsproekta-ekologiya-aktivno-provoditsya-aviapatrulirovanie-lesnogo-fonda-3243563


Сăнӳкерчӗкӗ: forest.bashkortostan.ru сайтран.

 

 

Пушкӑртра "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче вӑрман фондне авиапатрулировани хастар ирттереҫҫӗ
Пушкӑртра "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче вӑрман фондне авиапатрулировани хастар ирттереҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: