Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Майӑн 2023, 13:21

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕ: Чекмагуш тĕп больници хальхи оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕ: Чекмагуш тĕп больници хальхи оборудовани илнӗ
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕ: Чекмагуш тĕп больници хальхи оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ
Чекмагуш районӗнчи тӗп больницӑна ҫӗнӗ электрохирурги аппарачӗ килнӗ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче .
Хальхи медоборудовани тӑратасси Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли программӑна пула май пулнă.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, электрохирурги аппарачӗпе ҫемҫе тканьсене касма, юн юхма чарӑнма усӑ кураҫҫӗ.
Унӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ - пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен электричество токӗпе ӗҫлени. Пациент мӗнле те пулин ыратнине е килĕшменнине туймасть, мӗншӗн тесен процедура тканьсене сиен кӳмесӗр нерв вӗҫӗсене лăплантарать. Сурансем хӑвӑртрах (пӗр эрнене ҫитиччен) тÿрленеççĕ, ҫӗввисем юлмаççĕ, суран е пӗҫертни пулмасть.
Кунсӑр пуҫне ҫакӑн пек меслет инфекци ерес хӑрушлӑха чакарать, мӗншӗн тесен пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ хумсем пур микробсене те пӗтереҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-04/natsproekt-zdravoohranenie-chekmagushevskaya-tsrb-poluchila-sovremennoe-oborudovanie-3245734

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕ: Чекмагуш тĕп больници хальхи оборудовани илнӗ
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕ: Чекмагуш тĕп больници хальхи оборудовани илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: