Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
11 Майӑн 2023, 13:13

Пушкӑртстанра тата тепӗр больница нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра тата тепӗр больница нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ
Пушкӑртстанра тата тепӗр больница нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ

#наци проекчĕ
Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли регионти программӑна пурнӑҫланине пула Верхне-Татышлынчи тӗп больница хальхи видеоэндоскоп системине илнӗ. Кун пирки регионти Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ эндоскоп вар-хырӑм е вуникӗ пумаклă пыршӑ-хырӑм шыҫҫипе, гастритӑн юхӑнчӑк формисемпе, юн юхтарнипе тата апат-ҫимӗҫ системин ытти чирӗсене тупма пулăшĕ. Кунсӑр пуҫне сывлав ҫулӗсемпе, ҫурӑм шӑммипе шăк кӑларакан ҫулсене тӗрӗслеме усӑ курӗҫ, - ӑнлантарнӑ ведомствӑра.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли регионти программа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-10/esche-odna-bolnitsa-bashkirii-poluchila-sovremennoe-oborudovanie-blagodarya-natsproektu-3251616
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

 

Пушкӑртстанра тата тепӗр больница нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ
Пушкӑртстанра тата тепӗр больница нацпроекта пула хальхи оборудовани илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: