Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Майӑн 2023, 18:52

Менделеев урамне юсасси Уфара майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫланать

#наци проекчĕ

Менделеев урамне юсасси Уфара майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫланать
Менделеев урамне юсасси Уфара майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫланать

#наци проекчĕ

Менделеев урамӗнче ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче "Хӑрушсӑрлӑх пахалӑхлӑ ҫулсем " нацпроект шайĕнче юсама тытӑнаҫҫӗ. Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнетӳ Обская урамран пуҫласа Караидельская таран, пӗтӗмӗшле 910 метр тӑршшӗ тӑватӑ йӑрӑмлӑ участока кӗтет.

Кунта ҫулпа тротуарсене, ҫавӑн пекех трамвай ҫулӗсене юсама палӑртаҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта объектра водительсене чарма май пур.

"Ҫак магистраль-Пушкӑрт столицин транспорт артерийӗсенчен пӗри. Менделеев урамӗнчи трафик чылаях ҫӳллӗ. Кунта кашни кунах вуншар пин автомобиль, ҫав шутра грузовиксем иртсе каяҫҫӗ. Мӗншӗн тесен асӑннӑурамра суту-илӳпе йӑпану комплексӗсем вырнаҫнӑ", -каласа панӑ транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Клебанов.

Юсав вӗҫленессе 2023 ҫулхи IV квартал вӗҫлениччен кӗтеҫҫӗ. Ӗҫ хакӗ 44,6 млн тенкӗпе танлашать.

Республикӑн тӗп хулин территорийӗнче пурӗ 11 километр ытла ҫула йӗркелесе ҫитерӗҫ, вӗсенчен ултă ҫухрӑмне — нацпроект шайӗнче.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-12/remont-ulitsy-mendeleeva-v-ufe-startuet-15-maya-3255968

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.

 

Менделеев урамне юсасси Уфара майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫланать
Менделеев урамне юсасси Уфара майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: